« Атте-анне чẽлхи- пирẽн тắван чẽлхе.Тắван сắмах, тắван чẽлхе- халắх чунẽ.Унắн паянхи кунẽ, малашлắхẽ. Унсắрắн халắх ҫук.Пулас ắрắва тẽрẽс пắхса ҫитẽнтересси чи малтанах тắван чẽлхе хисепẽнчен , чысẽнчен килет»- тенẽ чắваш халắхẽн мухтавлắ ывắлẽ, паллắ академик Г.Н.Волков. Ҫак шухắша тẽпе хурса раштав уйắхẽн 18- мẽшẽнче Юнтапари вắтам шкулта Элẽк муниципалитет округẽнчи чắваш чẽлхипе литературине вẽрентекенсен семинарẽ иртрẽ .Тухса калаҫакансем хắйсен ẽҫ опычẽпе,ҫẽнẽлẽхẽпе паллаштарчẽҫ,. Вẽрентӳ талккắшẽнче ẽҫẽн тẽрлẽ тẽсẽсемпе, тẽрлẽ формисемпе усắ курнине уҫса пачẽҫ..Паянхи технологисем улшắнса пыни, вẽренӳ процесне ИКТ кẽртни чắваш чẽлхине вẽрентес ẽҫе ҫắмắллатма тата ҫẽнẽлẽхсемпе пуянлатма май панине палắртрẽҫ. Ачасем тắван чẽлхене юратма, хисеплеме вẽренччẽр тесен пирẽн , тắван чẽлхепе литературắна вẽрентекенсен, творчествắллắрах, пуҫаруллắрах ẽҫлемелле тесе вẽҫлерẽҫ семинара хутшắнакансем.
Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение «Яндобинская средняя общеобразовательная школа» Аликовского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих